Ӗнер, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейӗн Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмӗнче пулнӑ. Передача 17 сехетре пуҫланнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл «Про бизнес» телеканалӑн «Наше дело!» программине ӳкернӗ ҫӗре хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ.
Тӳрӗ эфирти кӑларӑмра пирӗн тӑрӑх ертӳҫи телекуравҫӑсен вунӑ ытла ыйтӑвне хуравланӑ. Михаил Васильевичран ыйтса пӗлес текенсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тупӑннӑ. Республика пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансем те йышлӑн шӑнкӑравланӑ. Вӗсем сывлӑх сыхлавӗпе, ҫул-йӗр тӑвассипе, социаллӑ пулӑшу кӳрессипе, ҫынсене кивӗ ҫуртран куҫарассипе, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатассипе, суту-илӳри сервиса лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ темӑсене хускатнӑ. Елчӗк районӗнчи Тӳскел ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм ялта клуб уҫнишӗн питӗ савӑннипе телекӑларӑма шӑнкӑравласах тав тунӑ.
Елчӗк районӗнчи Кавал ялӗнчи уйрӑм ҫын лавккинче ӗҫленӗ сутуҫӑна магазин пуҫлӑхӗ кӳрентернӗ.
Хайхи патӗнче ҫакскер кашни эрнере 36 сехетрен пуҫласа 48 сехетчен вӑй хунӑ. Шучӗпе эрнери ӗҫ виҫи 40 сехетпе танлашмалла. Тепри пулсан: «Юрӗ, укҫине тӳлет-ҫке», — тейӗччӗ. Анчах Кавалти лавкка хуҫи шалӑвӗ енчен те хытнӑ. Пӗр уйӑх сентре умӗнче тӑнӑ ҫынна вӑл 3500 тенкӗ тӳленӗ. Ҫав вӑхӑтрах чи пӗчӗк шалу виҫи те 7500 тенкӗпе танлашать. Унтан сахал тӳлекен усламҫӑна прокуратура штрафлама йышӑннӑ. Саккуна пӑхӑнманскере 5 пин тенкӗлӗх явап тыттарнӑ. Виҫи пысӑках пулин те, тен, усса кайӗ-и?
Лавкка тытакан усламҫӑн вара шалӑва сутуҫӑна тӳлесе ҫитермех тивӗ. Ҫитменнине тата ку ыйтӑва надзор органӗ тӗрӗслесе тӑма шантарать.
Паян Чӑваш Енри журналистсемпе полиграфистсем ӗнерхи професси уявне — Раҫҫейӗн пичет кунне — палӑртрӗҫ. Вӗсене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов, информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов саламланӑ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ уява пухӑннисенчен хӑшӗсене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе саламланӑ. Чи пысӑк наградӑна — ҫӗршыври хисепе — ЧР Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствин финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ — тӗп бухгалтерӗ Елена Михайлова тивӗҫнӗ. Ӑна РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Пысӑка хурса хакланисен хушшинче харӑсах икӗ пуҫлӑх: Елчӗк районӗнчи «Елчӗк Ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Николай Алексеев тата Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» хаҫат тӗп редакторӗ Зинаида Павлова. Вӗсем уявран Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем ятпа таврӑнӗҫ.
Елчӗк районӗнче вырнаҫнӑ «Яльчикское РТП» организаци район центрӗнче ҫынсене паха шывпа тивӗҫтерессипе кирлӗ пек ӗҫлемен. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче палӑртнӑ тарӑх, хайхисем шыв пахалӑхне тӗрӗслесе тӑман. Ун пек кӑлтӑка «Спутник-1» обществӑра та асӑрханӑ.
Кӑлтӑка курнӑ район прокуратури асӑннӑ икӗ предприяти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе те административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫе Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн Патӑрьел районӗнчи пайӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн яваплисене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Маларах асӑннӑ РТПра тӗрӗслевҫӗсем ытти кӑлтӑка та самай асӑрханӑ: ӗҫлӗ хутсене кирлӗ пек йӗркелесе пыманнинчен пуҫласа территорире карта тытманни таранах асӑрханӑ. Уншӑн предприятие 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Кӑҫал республикӑна шкул ачисене илсе ҫӳремелли 16 ҫӗнӗ автобус килнӗ. Пӗтӗмӗшле хакӗ — 32,4 миллион тенкӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсене 17 ҫын вырнаҫакан — 7 автобус, 23 ҫын кӗрекен — 5 автобус, 20 ҫын лармалӑх 4 автобус парӗҫ. Вӗсем 2007 ҫулта кӑларнӑ транспорта улӑштарӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ маршрут уҫӗҫ.
Автобуссене Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсене, Ҫӗмӗрле хулине парӗҫ.
Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Элпуҫ ялӗнче «Кармал» спорт клубӗнче ӑсталӑхне туптакансем валли ҫӗнӗ спортзал уҫӑлнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ.
Зал пысӑках мар. Ҫапах унта кӗрешмелли кавир, теннис вылямалли сӗтел, темиҫе тренажер вырнаҫтарнӑ. Спортзала савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ял ҫыннисем те пухӑннӑ.
Ял халӑхне ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков саламланӑ. Спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Алексей Лапшин та унта ҫитнӗ.
Ҫав кун ялта чӑн-чӑн уяв пулнӑ. Чӑваш эстрада артисчӗсем концерт лартнӑ, тӗрлӗ ӑмӑрту иртнӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Елчӗк районӗнчи сӗт-ҫу тирпейлекен савутра пулнӑ. Акционерсен обществин учредителӗ Руслан Каштанов пилӗк ҫул хушши ӗҫлемесӗр тӑнӑ завода ҫӗнӗрен вӑй илтерме май килнине пӗлтернӗ. Икӗ ҫул хушшинче завода пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тирпейлесе хута янине палӑртнӑ вӑл. Тавар сивӗтмелли ятарлӑ хатӗр те туяннине асӑннӑ.
Савут кулленех сӗт, турӑх, хӑйма, ҫу, тӑпӑрч тата сыр тирпейлесе кӑларать. Предприятире 31 ҫын тӑрӑшать. Таварсене республикӑри ача пахчисене, ытти ҫӗре ӑсатаҫҫӗ. Елчӗксен ҫимӗҫӗ Мускавра тата Тутарстан Республикинче те тавар анлӑн сарӑлнӑ.
«Предприятисем производство валли ҫӗнӗ хатӗрсем туянаҫҫӗ пулсан 30 процентне субсиди мелӗпе куҫаратпӑр. Сыра халӑх юратать. Сирӗн тӗллев — лайӑх бизнес-план хатӗрлесси», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Паян, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнчи Тӳскелте нумай ӗҫ тӑвакан культура центрӗ уҫӑлнӑ.
«Республикӑра пурӑнакансем ыйтнипе эпир ялти клубсем тумалли программа йышӑнтӑмӑр, мӗншӗн тесен Культура ҫурчӗсем япӑхнӑччӗ. Программӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче 25 клуб тӑвасшӑн. Вӗсенчен пӗрремӗшне паян эпир Тӳскелте уҫрӑмӑр. Елчӗк районӗнче вӗри чӗреллӗ халӑх пурӑнать, вӑл ырӑ ӗҫсем тума хатӗр. Ун пек ял тӑрӑхӗсенче хӑтлӑ та хальхи вӑхӑтри социаллӑ объектсем уҫни питех те лайӑх», – ҫак шухӑша палӑртнӑ хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер.
Михаил Васильевич пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Культура министерстви культура учрежденийӗсене ҫӗнетме 2017 ҫулта 33,8 млн тенкӗ уйӑрӗ. Кинозалсем тума федераци хыснинчен унсӑр пуҫне 60 миллиона яхӑн уйӑрмалла.
Чӑваш ахах-мерчен аваллӑхне упракан, ӑна ҫӗнӗ вӑй парса малалла тытса пыракан тесе хаклать черетлӗ статйинче Надежда Смирнова журналист Зинаида Воронована.
Зинаида Ивановна — Чӑваш Республикин халӑх ӳнер промыслин маҫтӑрӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе вӑй илнӗ, унӑн хӑвачӗпе амаланса аталаннӑ. «Вӑл ҫак ӗҫе виҫӗ енлӗн пурнӑҫласа пырать: чӑвашсен авалхи тумне хатӗрлет, мӑн-мӑн кукамайсемпе асаннесен эрешӗсене этнографи ушкӑнӗсене шута илсе ӑсталать тата пуканесене наци тумне тӑхӑнтартса «чун» парать», — паллаштарнӑ ӑстаҫӑн пултарулӑхӗпе «хыпар» хаҫат ӗҫченӗ.
Зинаида Воронова каланӑ тӑрӑх, ӑна амӑш арчи ялан кӑсӑклантарнӑ. Вӑл тӑхӑнса ҫӳренӗ ҫи-пуҫа амӑшӗ леш тӗнчене уйрӑлса кайсан пӗчӗклетсе пуканесене илемлетнӗ. Малтан тутӑр ҫыхтарнӑ, кайран пӗчӗк хушпу ӑсталанӑ.
«Манӑн аннен сӑнарӗсем» ярӑмри пӗрремӗш пукане 1991 ҫулта ҫуралнӑ. Халӗ вӗсем питӗ нумай, 550 ытла та пулӗ. Чылайӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Ӗренпурти музейсенче упранать. АПШра — Нью-Йоркри, Сан-Францискӑри, ҫавӑн пекех Италири, Францири уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче пур.
Республикӑри тӑхӑр сусӑра машина уҫҫи тыттарнӑ. Ӑна производствӑри инкеке пула тӗрлӗ вӑхӑтра урасӑр юлнисене панӑ. Машина уҫҫине тивӗҫнисем Шупашкарта, Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Муркаш, Куславкка тата Елчӗк районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен ҫиччӗшӗ автомобиле иккӗмӗш хутчен илнӗ, мӗншӗн тесен унччен панӑ машинӑн вӑхӑчӗ тухнӑ.
Хальхинче сусӑрсене «Гранта» маркӑллине панӑ. Унӑн эксплуатаци вӑхӑчӗ — 8 ҫул. Социаллӑ страховани фончӗ бензин укҫине тата машинӑна пӗр хутчен тӗплӗн юсанине саплаштарать.
«Lada Granta» лекиччен эпӗ «Окапа» тата «Жигулипе» ҫӳренӗ», — каласа кӑтартнӑ сусӑрсенчен пӗри, сӑмахран. Инвалид кресли багажника вырнаҫнишӗн вӑл уйрӑмах савӑннӑ.
Сусӑрсем валли машина туянма кӑҫал 6,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.